Ӗнер Етӗрне тӑрӑхӗнче темиҫе машина ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Миҫе ҫын аманнине уҫӑмлӑн хыпарлайманччӗ.
Аса илтерер: малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-2111» автомобиле тытса пыракан 64 ҫулти водитель хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса юр тасатмалли «КамАЗ» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Пысӑк машина рульне тытса пынӑ 31 ҫулти арҫын инкек вӑхӑтӗнче «Renault Megane» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре «ВАЗ-2111» автомобильте ларса пынӑ 69 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ, ҫӑмӑл машинӑсенчи 7-13 ҫулсенчи 4 ача аманнӑ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Йӳҫпанра пурӑнакан Николай Ландышев хӗлле яланах юртан тӗрлӗ кӳлепе ӑсталама юратать. Кӑҫал та вӑл ҫавӑн пекех тунӑ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал юрлӑ-ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула юр кӗлеткесене виҫӗ хутчен ӑсталама тивнӗ.
Арҫын ӑсталакан хитре кӳлепесем илемӗпе чуна тыткӑнлаҫҫӗ, ял ҫыннисене савӑнтараҫҫӗ,
Ҫанталӑк шартлама сивӗ. Ҫак тапхӑрта ҪҪХПИ инспекторӗсем уйрӑмах тимлӗ. Ҫул ҫинче водительсене пулӑшу пама тивет.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Етӗрне муниципалитет округӗнче инспекторсем «Рено» питӗ вӑрах пынине асӑрханӑ. Машина бакӗнчи дизель топливи сивве пула шӑнса ларма пуҫланӑ иккен. Топливо кирлӗ ҫӗре ҫитме ҫитмесен те пултарнӑ. Полици лейтенанчӗсем Кирилл Арлановпа Александр Краснов икӗ уйӑхри ачапа ҫула тухнӑ ҫемьене хӑйсен машинине лартса ҫывӑхри заправкӑна илсе ҫитернӗ. Кун хыҫҫӑн ҫемье малалла ҫул тытнӑ.
Етӗрне муниципаллӑ районӗнче пӑру вити уҫӑлнӑ. Ӑна «Родина» хуҫалӑхра ӗҫлеттерсе янӑ. Мӑйракаллӑ ҫамрӑк выльӑх ӳстермелли тата самӑртмалли витере 250 пуҫ выльӑх вырнаҫать.
Проектӑн пӗр пайне саплаштарма патшалӑх укҫипе усӑ курнӑ. Федераци хыснинчен 8,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне республика хыснинчен тепӗр 5,5 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
«Родина» хуҫалӑх 2 пин гектар ҫинче ӳсентӑран ӳстерет, унсӑр пуҫне выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тӑрӑшать.
Раштав уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче юн нумай ҫунӑ хыҫҫӑн халӑх тетелӗсенче ҫулсене тасатманни пирки ҫӑхав нумайланнӑ. Ытларах – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Етӗрне тата Шупашкар округӗсенче пурӑнакансенчен.
Ҫула хырман тӑк ӑҫта ҫӑхав ҫырмалла? Федераци трассисене «Волго-Вятскупрдор» пӑхса тӑрать, ҫак сайтра ҫӑхав ҫырма пулать: www.rosavtodor.ru. Вырӑнти ҫулсене муниципалитетӑн тасатмалла.
Муниципалитетсен хушшинчи ҫулсене юртан тасатманни пирки ҫак номерпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8-919-971-01-08. Е бота ҫырмалла: @Roadmonitor_bot.
Ҫак кунсенче шкул театрӗсен «АСАМ» фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ иртет.
Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗсенчи тата Ҫӗмӗрлери коллективсен спектаклӗсене хакланӑ.
Ыран сцена ҫине Муркаш, Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗсенчи тата Шупашкарти 5-мӗш гимназири коллективсем тухӗҫ.
Вӑрмар районӗн (халӗ района муниципаллӑ округ теҫҫӗ) прокурорӗ пулма юстицин кӗҫӗн советникне Александр Левыя ҫирӗплетнӗ.
Александр Леонардович 1991 ҫулта Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2016 ҫулта ӑна Йӗпреҫ районӗнчи прокурор пулӑшуҫине ӗҫе илнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫӗрте прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2021 ҫулта ӑна Етӗрне районӗн прокурорӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре коклюш чирӗ сарӑлма пуҫланӑ. Роспотребнадзор кунашкал чире Чӗлепи тата Томск облаҫӗсенче, Питӗрте тата Тутарстанра тупса палӑртнине ҫирӗплетет. Чӑваш Енре те тӗслӗхсем пур. Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Ку ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран 3 хут пысӑкрах.
Комсомольски, Шупашкар, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пӗрер тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 10, Шупашкарта 27 тӗслӗхе. Улатӑрта тата Канашра икӗ ҫын чирленӗ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Вӑрманкас-Асламас ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку - ял ҫыннисемшӗн пысӑк савӑнӑҫ.
Вӑрманкас-Асламас ялӗнче унччен ФАП пулнӑ. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хута янӑ. Кивӗскер хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑман. Ялта 200 ытла ҫын пурӑнать. Вӗсен йышӗнче ваттисемпе сусӑрсем пур. Район пульницине ҫитме инҫе - 30 ҫухрӑм.
Ҫӗнӗ ФАПа ҫуркунне тума пуҫланӑ. Ӗҫе темиҫе уйӑхра вӗҫленӗ. Таврари территорие хӑтлӑлатма ҫынсем те пулӑшнӑ. Ҫӗнӗ ФАПра пӗтӗм услови пур. Вӑл - Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи 15-мӗш фельдшерпа акушер пункчӗ.
Шӑматкун каҫхине Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Олкаш ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫуртӑн тӑрри тата веранда ҫунса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушарпа 40 минут кӗрешнӗ. 67 ҫулти кил хуҫи инкек вӑхӑтӗнче сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Ҫав кунах Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Советское ялӗнче 72 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ҫуртӑн пӗр пайне сиенлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |